Шӑматкун, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарти наци вулавӑшӗнче таврапӗлӳҫӗсен ҫулталӑкри пухӑвӗ иртрӗ. Пуху пуҫламӑшӗнче иртнӗ ҫул суйланӑ таврапӗлӳҫӗ ертӳҫи хӑйне ку ӗҫрен хӑтарма ыйтрӗ: Д.В. Кузьмин Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнать, ӗҫрен пушанса Шупашкара ытлашши часах килсе ҫӳреймест. Ку ыйтӑва итленӗ хыҫҫӑн пухӑннисем ҫак ҫулталӑк хушшинче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ таврапӗлӳҫӗсене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.
Пухура Виталий Петрович Станъял ҫулталӑк хушшинче туса ирттернӗ ӗҫсем пирки каласа пачӗ, вырӑнти таврапӗлӳҫӗсем хастар ӗҫленине палӑртрӗ. В.П. Станъялпа Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академин президенчӗ Е.Е. Ерагин уйрӑмах хастаррисене чысларӗҫ.
Малалла таврапӗлӳҫӗсен секци ертӳҫисем иртнӗ ҫулта хӑйсем тунӑ ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Юлашки вӑхӑтра энтузиастсем хӑйсен ял тӑрӑхӗсем пирки чылай кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ, юлашки вӑхӑтра кун ҫути курнӑ кӗнекесен куравӗнче вӗсемпе чылайӑшӗпе паллашма та май пулчӗ. «Ҫулталӑк кӗнеки — Чӑваш календарӗ 2014» кӗнекене вара кашниех туянма пултарчӗ. Библиотека ӗҫченӗ Аксакова Татьяна 2013-мӗш ҫулта пичетленнӗ кӗнекесемпе паллаштарчӗ.
Палтай Микуҫ халӑхра сарӑлнӑ хальхи вӑхӑтри чӑваш тумӗсем пирки каласа пачӗ, тумсем ҫинчи паллӑсем мӗне пӗлтернине пухӑннисене ӑнлантарчӗ. Станъял чӑвашсен арҫынӗн тумне каялла тавӑрма сӗнчӗ, мӗншӗн тесен чӑваш хӗрарӑмӗсем хӑйсен тумӗсене сыхласа хӑварма пултарнӑ, арҫынсен тумӗ курӑнсах каймасть.
Алина Сосаева чӑвашсен топонимӗсен энциклопедине кӑларасси пирки чарӑнса тӑчӗ, ку ӗҫе кашни районти кашни ялах тӗпчемеллине палӑртрӗ. __Юнтапари__ вӑтам шкулти 10-мӗш класс вӗренекенӗ Анастасия Порфирьева Леонтьева Зоя Ивановна ертсе пынипе __Элӗк районӗнчи__ Якунекасси тӑрӑхӗнчи микротопонимсем пирки тӗпчев ӗҫӗ ҫырнӑ: ҫырмасем, пралуксем, уйсем, урамсем — пурне те ял картти ҫине ӳкернӗ. Хастар вӗренекене Д.В. Кузьмин пухса хатӗрленӗ 2 томлӑ «Краткая чувашская региональная энциклопедия. Пензенская, Саратовская, Ульяновская области» кӗнеке парнелерӗҫ. Ҫулталӑк хушшинче хастар ӗҫленӗ чылай таврапӗлӳҫӗн библиотекине ҫак кӗнеке пуянлатӗ.
Римма Семеновна Альтина ҫӗнӗ Чӑваш календарӗ кӑларас ӗҫ пирки сӑмах пуҫарчӗ: кунта истори те, халӑх сӑмахлӑхӗ, культура, чӑваш тумӗ, наци ыйтӑвӗсем те, тата ытти те пулмалла, ӑна ушӑнпа хатӗрлемелли пирки каларӗ.
Пуху чылай вӑхӑт хушши тӑсӑлчӗ, юлашкинчен пухӑннисем таврапӗлӳҫӗсен тӗрлӗ секци ертӳҫисене суйласа хӑварчӗҫ, малашлӑх планӗсене палӑртрӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |