Паян, пуш уйахӗн 24-мӗшӗнче, __Шупашкарта__ Япони киновӗн фестивалӗ пуҫланнӑ. Ҫак мероприятин тӗп теми — Япони режиссерӗн Ясудзиро Одзун пултарулӑхӗ. Вӑл 1903–1963 ҫулсенче пурӑннӑ.
Ҫак режиссер хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗн классика кинематографине ҫеҫ кӑтартмасть. Вӑл тӗнче классикӗ те. Унан фильмографинче сасӑсӑр хура-шурӑ лентӑсем те, сасӑллӑ тӗслисем те пур.
Фестивальте Одзун тӗрлӗ жанрне кӑтартӗҫ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче темиҫе теҫетке картина ӳкернӗ. Фестивальте «Токийская повесть» драмӑпа (1953), режиссерӑн «Цветок равноденствия» пӗрремӗш тӗслӗ фильмӗпе (1958), «Поздняя осень» (1960) унӑн юлашки лентӑсенчен пӗринпе киленме май пулӗ. Камитсене те кӑтартӗҫ. Фестиваль йӗркелӳҫисем Япони режиссерӗн ӗҫӗсем паянхи кун та ҫивӗч пулнине палӑртаҫҫӗ.
Фестиваль аслисемшӗн те, пӗчӗккисемшӗн те кӑсӑклӑ пулмалла. Ачасем валли Ямамото Нидзон «Миери и волшебный лес» фантастика юмахне кӑтартӗҫ. Вӑл экран ҫине 2007 ҫулта тухнӑ. Фильм — ҫынпа ҫутҫанталӑк хутшӑнӑвӗ пирки.
Япони киновӗн фестивалӗ Шупашкарта пушӑн 26-мӗшӗччен пулӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |