__Вӑрмар районӗнче__ пурӑнакан арҫын ентешӗ ҫине шлифовка тумалли машинкӑпа сиксе ӳкнӗ. Ҫавӑнпа ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
ЧР ШӖМӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫыннӑн ҫын сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн явап тытма тивӗ. Мӗнле киревсӗр ӗҫ тунӑ-ха вӑл? Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчи пӗр кун каҫхине ӳсӗрскер пӗлӗшӗпе харкашма тытӑннӑ. Унччен те пулмасть — урнӑскер шлифовка тумалли машинкӑпа тапӑнма тытӑннӑ. Ентешне вӗлерессипе хӑратнӑ, сулахай хӑлхин пӗр пайне касса илнӗ. Арҫынна ҫын сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн тата вӗлерессипе хӑратнӑшӑн айӑпланӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Путсӗр арҫын шӑпине вӑл татса парӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |