Паян пӗтӗм тӗнче театр кунне палӑртать. __http://zorych.livejournal.com/827750.html|Зорыч тете кун кӗнеки__ палӑртнӑ тӑрах вара Шупашкарти пысӑк театрсен сайчӗсен пысӑк пайӗ вара хӑнисене ӗҫлеменнипе кӗтсе илнӗ. Блогҫӑ пӗр __http://opera21.ru/|Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ__ кӑна тӗрӗс уҫӑлнине пӗлтерет.
Пӗлме: Пӗтӗм тӗнчери театр кунне 1961 ҫултанпа палӑртма йышӑннӑ. Ӑна ЮНЕСКО ҫумӗнчи пӗтӗм тӗнчери театр институчӗ йӗркеленӗ. СССР ҫав институт ҫумне 1959 ҫулта кӗнӗ. Апла-и, капла-и — Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ патшалӑх уявӗсен шайне халь те кӗртмен пулин те тӗрлӗ тӳре-шара ку уявпа яланах культура ӗҫченӗсене саламлать, тӗрлӗ мероприятисем ирттерет. Кӑҫал Культура ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫак куна районсенче те хуласенче те уйрӑмах анлӑн палӑртаҫҫӗ. Кӑна спектакльсен йышӗ самай ӳсни ҫирӗплетсе кӑтартать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |