Пуш уйахӗн 27-мӗшӗнче ир-ирех __Канашри__ Павлов урамӗнчи пӗр йывӑҫ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑма чи малтанах Канашри медицина центрӗн хуралҫи асӑрханӑ. Центр шӑпах ҫунакан ҫурта хирӗҫ вырнаҫнӑ.
Пушарпа кӗрешекенсем ҫитиччен ҫурт ҫунса пӗтме тытӑннӑ, тӑррин пӗр пайӗ йӑтӑнса аннӑ. Стенасем ҫӗҫ ишӗлмен. Ҫулама сӳнтерсен пушарнӑйсем икӗ арҫын виллине тупнӑ. Иккӗшӗ те — бомж. ЧР Тӗпчев комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ятне-шывне тупса палӑртман. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫынсем тетӗм-сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ тӗрӗслев пырать.
Ку ҫурт урӑх районта пурӑнакан ҫыннӑн. Вӑл хӑш чухне ҫурта тӗрӗсленӗ. Пӗррехинче унта бомжа асӑрханӑ. Урамра ҫанталӑк сивӗ пулнӑран кил хуҫи ӑна унта хӗл каҫма ирӗк панӑ. Хӑш чухне унта арҫыннӑн пӗлӗшӗсем пынӑ. Вӗсем те — килсӗр-ҫуртсӑррисем пулнӑ. Ҫурта ҫутӑ кӗртмен, газ пулман. Бомж ҫурта ҫутса, кӑмака хутса пурӑннӑ.
Следстви шухӑшӗпе пушар ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулманран тухнӑ. Кунта кӑмака айӑплӑ пулманни палӑрнӑ — инкек умӗн ӑна хутман имӗш.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |