Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче ачасен «Мӗн ҫухатма юрамасть — ҫавӑн пирки» экологи театрӗсен конкурсӗ иртнӗ. Мероприятие Культура ҫулталӑкне халалланӑ. Ӑна ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн, Красноармейски район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн ӗҫченӗсем йӗркеленӗ.
Конкурса общественноҫа экологи ыйтӑвӗсемпе кӑсӑклантарас, ҫутҫанталӑка ытларах хисеплеме вӗрентес тӗллевпе ирттернӗ. Унта районти вӗренӳ учрежденийӗсенчи 10 театр ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Кашни ушкӑнра — 10 ҫын.
Жюри членӗсем пултарулӑха, костюмсене, сцена ҫинче хӑйсене тытма пӗлнине тата ыттине хакланӑ. Кашни ушкӑн валли 10 минут ҫеҫ уйӑрнӑ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисем __Алманчри__ шкул вӗренекенӗсем пулнӑ. Вӗсем «Вӑрманти спецназ, е Симӗс тӗнчене кам ҫӑлать» постановка кӑтартнӑ. Именкасси шкулӗ «Вӑрман шкулӗ» кӑтартса 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. __Кӗҫӗн Шетмӗ__ шкулӗн ачисем «Тӗлӗнмелле вӑрман» постановкӑпа 3-мӗш вырӑна тухнӑ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсене пурне те номинацисенче палӑртнӑ, дипломсемпе чысланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |