__Элӗк районӗнче__ амӑшӗ 6 уйӑхри ывӑлне тивӗҫлипе пӑхман. 24 ҫулти ҫамрӑк хӗрарӑм ачин сывлӑхӗпе кӑсӑкланман, ӑна пӗчӗкскер мӗнле аталанни те пӑшӑрхантарман.
Сӑра-эрех ӗҫме юратакан хӗрарӑм ачана килӗнче пӗччен темиҫе хут та хӑварнӑ. Пӗчӗкскер выҫӑ выртнӑ, ҫуртри условисем те ача сывлӑхӗшӗн хӑрушӑ пулнине палӑртнӑ.
Арҫын ача тивӗҫлипе пӑхманран чирленӗ. Вӑйлах аптаранӑ пулсан та ҫамрӑк амӑшӗ ӑна пульницӑна илсе кайма васкаман. Уншӑн ик айкки те тӑвайкки пулнӑ. Хӗрарӑм профессионал медиксен пулӑшӑвӗнчен туннӑ, медицина ҫыннисем киле пырсан та ывӑлӗн яхӑнне те яман.
2013 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йывӑр чирлӗ ачана пульницӑна госпитализациленӗ. Анчах хӗрарӑм ывӑлӗпе сиплев курсӗ вӗҫленичченех тухса тарнӑ. Ҫав ҫулхи юпа-раштав уйӑхӗсенче педиатр хушӑвӗпе ачана 5 хут вӑйпа госпитализациленӗ. 2014 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче пепкене район пульницинчи реанимаци уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Сывлӑхӗ япӑхланса пынӑран ӑна республикӑри пульницӑн реанимаци уйрӑмне илсе кайнӑ.
Ҫав хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |