Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацинче моряксене халалланӑ палӑк проекчӗсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫакна «ЧР Ҫар-тинӗс флочӗн ветерансен союзӗ» пуҫарнӑ.
— Ҫак палӑк Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫ хунӑ чӑваш морякӗсен ячӗпе пулӗ. Палӑк ҫине пахсан вӑл тинӗс тематикипе ҫыхӑнни тӳрех паллӑ пултӑр. Конкурса хутшӑнакансем умне ҫакнашкал тӗллев лартрӑмӑр, — тенӗ «ЧР Ҫар-тинӗс флочӗн ветерансен союзӗн» председателӗ Владимир Крюковский.
Конкурс ҫӗнтерӳҫине пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнчех палӑртмалла пулнӑ. Анчах комисси членӗсем ӑна кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен тӑсма йышӑннӑ. Ҫак вӑхӑтра конкурс тӗнче шайӗнчи статуса тивӗҫнӗ. Чехи Республикин ӳнерҫи Мартин Кютер хӑйӗн проектне ярса панӑ. Конкурс комиссине ЧР Ӳнерҫисен союзӗн членӗсем кӗнӗ. Шупашкарти авторӑн ӗҫӗ ытларах балл пухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта Мускав ҫынни. Виҫҫӗмӗш вырӑна Питӗрти автор тивӗҫнӗ.
Халӗ проект чи йывӑр тапхӑра — пурнӑҫа кӗртессине — куҫать. Ӳнерҫӗсем ҫакнашкал конкурссем валли фонд тума сӗннӗ.
— Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗсене те хутшӑнса курнӑ май ҫакна калаятӑп: конкурсҫӑсем валли фонд йӗркелесен аван. Авторӑн проект тумашкӑн калӑплавҫӑна тара тытмалла. Кун валли вара укҫа кирлӗ. Ҫакна кӑштах та пулин саплаштарма май пулсан тем пекехчӗ, — тенӗ ЧР Ӳнерҫисен союзӗн членӗ Василий Кузьмин.
Ҫӗнӗ палӑка Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» паркне вырнаҫтарӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |