Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Вула, Элӗк ен!» наци кӗнекин фестивалӗпе килӗшӳллӗн __Элӗкри__ тӗп вулавӑшра __Кармал__ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ поэтпа, прозаикпа Никита Ларионовпа тӗлпулу иртнӗ.
Никита Ларионович — педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, ЧР тата РФ Писательсен союзӗн членӗ, хӑвӑрт утассипе СССР спорт мастерӗ. Вулакансем ӑна «Йӗпкӗн хӗрлӗ хӑю», «Олимп каҫалӑкӗ», «Хӗр тупри» кӗнекесемпе ытларах пӗлеҫҫӗ. Халӗ вӑл Элӗк салинче кун кунлать.
Никита Ларионов тӗп вулавӑша час-часах ҫӳрет. Никита Ларионовичӑн вӑй-халӗ тапса тӑрать кӑна. 2010 ҫулта унӑн «Ват ӑшши» сӑвӑсен пуххи тухнӑ. Тепӗр ҫулхине — «Кӑмӑл пайӑркисем», 2012 ҫулта — «Ҫыру мехелӗ», «Асамлӑ мас», 2013 ҫулта «Анфиса, Аниса», «Сӗрен кӗперӗ» кӗнекесем кун ҫути курнӑ. Автор прозӑра та, поэзире те ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.
Тӗлпулура ҫыравҫӑ «Ҫыру мехелӗ» пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Вӑл «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри кӗнеке — 2012» республика конкурсне хутшӑнать. Кӗнекене «Ҫыру мехелӗ», «Хрусталь ваза», «Награда хуҫине тупать» повеҫсем тата ытти хайлав кӗнӗ.
Мероприятире «Учитель. Спортсмен. Писатель» хӑтлав кӑтартнӑ. Вулакансем Никита Ларионовӑн пултарулӑхне пысӑк хак панӑ. Тӗлпулу вӗҫӗнче Никита Ларионович вулавӑша алӑ пусса кӗнекесем парнеленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |