Пушӑн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, __Канаш районӗнче__ терлӗ мероприяти иртнӗ. __Ачча ял тӑрӑхӗнче__ халӑх пултарулӑхӗн «Иксӗлми Канаш ен ҫӑлкуҫӗсем» район фестивалӗпе килӗшӳллӗн черетлӗ курав пулнӑ.
__Аччари__ тата __Пайкилтри__ ушкӑнсем концерт кӑтартнӑ. Сцена ҫинче ӳнер пултарулӑхӗн мӗн пур жанрӗ пулнӑ.
Пайкилт ял тӑрӑхӗнчи Николайпа Марина Семеновсем «Юрату утравӗ» юрра шӑрантарнӑ. «Хӗлхем» вокал ансамблӗ «Край родной», «Пурнӑҫ урапи» юрӑсене, Ирина Чернова «Сарӑ кайӑк» юрра юрланӑ. Ачча ял тӑрӑхӗнчи «Шевле» фольклор ансамблӗ путарулӑхӗпе кашнинчех тӗлӗнтерет. Хальхинче те вӑл куракансене тыткӑнланӑ: халӑх юррисем шӑрантарнӑ, тӑван тӑрӑхӗнчи йӑлапа паллаштарнӑ. Ачча шкулӗнчи 3-мӗш класра вӗренекен Ангелина Лаврентьева «Авас терӗм» юрӑпа сцена ҫине тухнӑ. Валерий Корытников «Вӑрман кӳллинче» шӑрантарнӑ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=63&type=main&id=2744305|**Сӑнсем**__ (5)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |