__Муркаш районӗнчи__ Турай ялӗн ачисем шкула ҫӳхе пӑр тӑрӑх утаҫҫӗ. Нимӗн те тӑваймӑн — шкула ҫитмешкӗн пӗве урлӑ каҫмалла. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтерет.
Вӑрӑм пӗве Турай ялне икӗ пая уйӑрать. Шкул вара ҫуртсен леш енче вырнаҫнӑ. Ачасен е кӳршӗ ял урлӑ ҫаврӑнмалла (кун пек 3 ҫухрӑм пулать), е тӳрех пӗве урлӑ каҫмалла. Шӑпӑрлансем, уйрӑмах аслӑ классенче вӗренекенсем, кӗске ҫула суйлаҫҫӗ. Ҫитӗннисем вара ҫакна хӑраса сӑнаҫҫӗ.
Малтан ачасем шкул автобусӗпе ҫӳренӗ. Халӗ, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов каланӑ тӑрӑх, вӑл илсе ҫӳреймест. Автобуса сӗрмелли-ҫунтармалли материалсемпе тивӗҫтермешкӗн укҫа сахал уйӑрнӑ-мӗн. Николай Павлов пӗве урлӑ кӗпер хывмашкӑн та укҫа ҫуккине пӗлтернӗ.
— Пӑр шӑтӑртатать, ачасем ҫапах ҫӳреҫҫӗ. Халӗ, ҫуркунне хӑш вырӑнта пӑр катӑлассине пӗлеймӗн, — тенӗ ялта пурӑнакан пӗр ҫын.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |