Пушӑн 27-мӗшӗнче __Шупашкарти__ политехника институтӗнче ҫамрӑксемпе студентсен «Пуҫаруллӑ ҫамрӑк Чӑваш Ен: пултарулӑх тата хастарлӑх» уҫӑ ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференципе килӗшӳллӗн пуҫарулӑх проекчӗсен X республика конкурсӗ «Ҫамрӑксен ӑслӑлӑхпа пуҫарулӑх конкурсне хутшӑнакан» («УМНИК» — 2014) программӑпа уҫӑлнӑ.
Ҫамрӑк пуҫаруҫӑсене тата хӑнасене ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Сергей Кудряшов, Шупашкарти политехника институчӗн директорӗ Александр Акимов тата ыттисем саламланӑ. «УМНИК» конкурса хатӗрленӗшӗн тата йӗркеленӗшӗн Шупашкарти политехника институчӗн ӗҫтешӗсене ЧР Вӗренӳ министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ. Вӗсен йышӗнче — Василий Чегулов, Дмитрий Дементьев.
Кӑҫалхи конкурса республикӑри асла шкулсем, предприятисемпе организацисем хутшӑннӑ. Эксперт комиссийӗ 66 пуҫару проектне пӑхса тухнӑ. Шупашкарти политехника институчӗ те, паллах, хутшӑннӑ. Эксперт канашӗ куҫӑн майпа ирткен тура хутшӑнмашкӑн вӗсен 10 ӗҫне суйланӑ. Олег Тупкин «Информаци технологийӗсем» енӗпе, Александр Прокопьев «Хальхи материалсем тата вӗсене тумалли технологисем» енӗпе, Диана Самарская «Пуласлӑхри медицина» енӗпе, Александр Васильев, Павел Вторкин, Андрей Иванов, Дмитрий Михайлов, Андрей Овчинников, Алена Сафейкина, Александр Яковлев «Ҫӗнӗ приборсем тата аппарат комплексӗсем» енӗпе проектсене хӳтӗленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |