Владимир Захарова наградана тивӗҫнӗ. Мӗншӗн? Ҫынсене пушарта ҫӑлнӑшӑн.
__Елчӗк районӗнчи__ __Элпуҫ__ ялӗнче пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Кооператив урамӗнчи ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Унта вара 82 ҫулти арҫын тата унӑн 4, 5 ҫулсенчи мӑнукӗсем пулнӑ. Пӳрт ҫийӗн йӑсӑрланакан ҫӑра тӗтӗме ентешӗсем курнӑ. Владимр Захаровпа Алексей Алексеев хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр ҫынӑннине ҫӑлма ыткӑннӑ. Пушар патне ҫитсен Владимир Захаров чӳречерен шала кӗнӗ, Алексей Алексеев урамра юлнӑ. Ҫак вӑхӑталла ачасем урама хӑйсем тӗллӗнех тухма ӗлкӗрнӗ.
Владимир Захаров 82 ҫулти старике тухма пулӑшнӑ, унтан пӳртри япаласене ҫӑлмашкӑн татах шала кӗнӗ. Документсене ҫеҫ ҫӑлма май килнӗ: ҫурт шалтан хӑвӑрт ҫунса пӗтнӗ.
Пушарнӑйсем килнӗ хыҫҫӑн ҫулӑм ҫур сехетрен сӳннӗ. Пушар ачасем шӑрпӑкпа вылянӑшӑн тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗчӗкскерсем пӑлтӑрта кӑвайт чӗртнӗ-мӗн.
Владимир Захаров чӑн-чӑн паттӑр. Вӑл ҫулӑмран хӑраса шала кӗмен пулсан мӗн пулӗччӗ-ши? Тӗрӗссипе, Владимир Захаров фермерӑн биографийӗнче кунашкалли пӗрре кӑна мар. Темиҫе ҫул каялла вӑл ҫунакан пӳртрен ватӑ хӑрарӑма илсе тухнӑ. Халӗ Владимир Захаров выльӑх пӑхаканра ӗҫлет. Вӑл хӑйне паттӑр тесе шухӑшламасть.
РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерстви Владимир Захаровӑн паттӑрла ҫак ӗҫӗсене шута илнӗ. Ӑна тивӗҫлӗ награда кӗтет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |