__Ҫӗнӗ Шупашкарти__ хула стоматологийӗн поликлиники наци ҫи-пуҫӗн уявне ирттернӗ. Культура ҫулталӑкне халалланӑ мероприятие паян ӗҫлекен тухтӑрсемпе пӗрлех ветерансене те йыхравланӑ.
«Хулари медицина отраслӗ тӗрлӗ наци ҫыннисенчен тӑрать. Уяв тӗллевӗ — ӗҫтешсем хушшинче килӗшӳпе ҫураҫӑва хуҫалантарасси», — тенӗ поликлиникӑн тӗп тухтӑрӗ Лидия Яковлева.
Уявра чӑвашсен ҫи-пуҫӗн историйӗ, унӑн хӑйне евӗрлӗхӗ тата ытти ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Наци тумтирӗн уявне художество ӳнерӗсен «Паха тӗрӗ» фирми те хутшӑннӑ. Вӑл хӑйӗн коллекцийӗнчи ҫи-пуҫа кӑтартнӑ.
Уявра юрӑ-ташӑ та пулнӑ. Вырӑнти ӳнер шкулӗн «Чарлан» ансамблӗ хуткупӑспа вылянӑ, __Шупашкар районӗнчи__ «Шордан» фольклор ансамблӗ халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Чӑваш туйӗн йӑли-йӗркипе те паллаштарнӑ уявра.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2745977|**Сӑнсем**__ (9)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |