__Хӗрлӗ Чутай районӗнче__ предприятисемпе организацисен хушшинче ӗҫ сыхлавӗ енӗпе конкурс иртнӗ. Ӑна иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗл тӑрӑх пӗтӗмлетнӗ. Конкурса ӗҫре суранланассине тата професси чирӗпе аптӑрассине чакарас тӗллевпе ирттернине палӑртаҫҫӗ.
Паян Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӳлӗмне конкурс ҫӗнтерӳҫисене йыхравланӑ. Районӑн культурӑпа кану центрӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна Пенси фончӗн районти управленийӗ тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Питеркасси ял тӑрӑхӗ. Вӗсем район чысне республикӑри ҫавӑн йышши конкурсра хӳтӗлӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |