Ҫак ыйту ЧР Наци библиотекинче иртӗ ҫавра сӗтеле хутшӑнакансене шухӑшлаттарнӑ. Унта чӑваш халӑхӗн этногенезне пырса тивекен ҫивӗч ыйтӑва хускатнӑ. Унта Чӑваш Республикинчи, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи ӑсчахсем, халӑх академикӗсем, таврапӗлӳҫӗ тӗпчевҫӗсем хутшӑннӑ.
Ҫавра сӗтелре чӑваш халӑхӗ епле пулса кайнин тӗрлӗ теорине, гипотезине, шухӑшне пӑхса тухнӑ. Ҫак темӑна чӑваш чӗлхин томонимикипе хатӗрленӗ докладра, несӗл йывӑҫӗнче, чӑваш этносӗ пирки каланӑ пӗрремӗш документра, руна ҫырулӑхӗнче тата ыттисенче уҫса кӑтартнӑ.
А.Ф.Иванов тухса калаҫнӑ, тӗслӗх вырӑнне __Ҫӗрпӳ районӗнчи__ виҫӗ ял ячӗсен топонимикине уҫса кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Чӗмпӗр, Аҫтӑрхан, Самар облаҫӗсенчи, Тутар Республикинчи чӑваш тымарӗллӗ ял-сала пирки калаҫнӑ.
О.Н.Цыпленков журналист Раҫҫей картти ҫинчи чӑвашсемпе, чӑваш тымарӗсемпе ҫыхӑннӑ, хӑй пулса курнӑ ӗлӗкхи вырӑнсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Ҫавра сӗтел вӗҫленнӗ май унта хутшӑнакансем чӑваш халӑхӗн этногенезне тата тӗпчемеллине палӑртнӑ. Чылай документ алҫырӑвӗнче юлать, материалсене пичетлесе халӑх патне ҫитермелле.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |