__Элӗкри__ тӗп вулавӑшра «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» конкурспа килӗшӳллӗн чӑваш юррин уявӗ иртнӗ. Унта «Юрӑ пултӑр парне» кӗнекен хӑтлавӗ пулнӑ. Вӑл «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» конкурса хутшӑннӑ. Кӑларӑма (редакторӗ — Нина Маслова) чӑваш халӑхӗн юррисене, чӑваш композиторӗсен юрату, Тӑван ҫӗршыв, ҫутҫанталӑк, ҫемье пирки кӗвӗленӗ хайлавӗсене кӗртнӗ. Уява чӑваш юррисене кӑмӑллакансене чӗннӗ.
Мероприятие вулавӑш пӳлӗмӗн библиотекарӗ Алиса Егорова уҫнӑ. Вӑл пухӑннисене халӑх уявӗсем, йӑли-йӗрки, юрри-ташши ҫинчен, культурӑри тата ӳнерти пултаруллӑ ҫынсем пирки каласа кӑтартнӑ. Зоя Удякова «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» куравпа паллаштарнӑ, «Юрӑ пултӑр парне» кӗнекене тишкернӗ.
Чӑвашсем ӗлӗкренпех юрлама юратнӑ. Юрӑра — чӑваш халӑхӗн чунӗ. Юрӑ — чӑваш культурин пуянлӑхӗн пӗр пайӗ. Чӑваш юррисем халӑх сӑнне, унӑн кӑмӑлне уҫса параҫҫӗ.
Мероприятие хутшӑнакансем наци костюмне тӑхӑнса чӑваш юррисене, такмакӗсене юрланӑ. Паллах, купӑс та пулнӑ.
Чӑваш чӗлхи, халахӗ, йӑли-йӗрки, юрри-ташши пуян. Ҫакнашкал мероприятисем йӗркелени вара чӑвашлӑхӑн сумне тата ҫӗклеме пулӑшать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |