«Республикӑн театр пурнӑҫӗнче кӑсӑклӑ юхӑм палӑрать», — тесе ҫырать хӑйӗн блогӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Евсеев. Унта сӑмах театрсен илемлӗх ертӳҫисем пирки пырать.
Евсеев депутат-коммунист шучӗпе «художество ертӳҫи театрӑн йӗркелӳпе укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗсем пирки ҫӳллӗ шайра калаҫма, «ыратакан вырӑнсене» кӑтартма тытӑнсанах вӑл (сӑмах художество ертӳҫи пирки пырать. — Авт.) ӗҫ вырӑнӗсӗр тӑрса юлать». «Ун пек шӑпа нумаях пулмасть Михаил Жуична (Оперӑпа балет театрӗ), Ашот Восканяна (Вырӑс драма театрӗ), Станислав Васильева (М. Ҫеҫпӗл ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ)» пырса тиврӗ», — тесе ҫырать блогер евӗр те ӗлкӗрекен «халӑх тарҫи». «Тепри кам-ши?» — теесси кӑна юлать тесе те ҫавӑрттарса хунӑ вӑл.
«Ӗҫрен хӑтарас процедура питӗ чеен пулса пырать. Театрӑн кашни ӗҫченӗпе, ҫав шутра худрукпа та, ҫулталӑклӑха ӗҫ килӗшӗвӗ алӑ пусаҫҫӗ. Юрӑхлӑ пулмасан, майлӑ пулмасан ӗҫ вӑхӑтне тӑсмаҫҫӗ. Енчен те должноҫе чакармасан, «оптимизацилесен» укҫа компенсацийӗ те тивӗҫмест. Юридици тӗлӗшӗнчен йӑлт йӗркеллӗ — ҫын вара урама укҫа-тенкӗсӗр тухса ӳкет, — шӑрҫаланӑ Евсеев хӑйӗн блогӗнче. — Оптимизаци тӗллевне те ӑнланма йывӑртарах: художество ертӳҫин (пултарулӑх ӗҫне) тата директорӑн (административлӑ) должноҫӗсене пӗрлештерме шухӑшлаҫҫӗ».
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |