__Шупашкар районӗнчи__ ял хуҫалӑх предприятийӗсем те ҫуракине хатӗрленсе техникӑна юсассипе паян тӑрӑшаҫҫӗ. Лару-тӑрӑва Гостехнадзорӑн тата Россельхозцентрӑн районти инспекторӗсем вырӑна ҫитсе тӗрӗслеҫҫӗ. Пӗр кунхине вӗсем, тӗслӗхрен, «Атлашевский» кооперативра, «Атлашевская» агрофирмӑра тата «Ольдеевская» агрофирмӑн «Герой» уйрӑмӗнче пулнӑ.
«Атлашевский» кооперативра 19 трактортан 16-шне техтӗрӗслеве кӑларма тӑратнӑ, вӗсенчен 14-шӗ тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ. «Атлашевская» агрофирмӑра шутра тӑракан 7 трактортан 6-шне техосмотр валли йӗркеллӗ хатӗрлесе ҫитернӗ. «Ольдеевская» агрофирмӑн «Герой» филиалӗнче 13 трактор. Анчах унта техосмотр валли 6-шне кӑна тӑратнӑ, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ тухайнӑ. Техосмотр тухайман техникӑна тепӗр хут акан 11-мӗшӗнче пахалӗҫ.
Ҫураки терӗмӗр те, маларах асӑннӑ хуҫалӑхсенче минераллӑ им-ҫама ҫителӗклӗ янтӑланине пӗлтереҫҫӗ. «Ольдеевская» агрофирма 230 тонна туяннӑ, «Атлашевский» кооператив — 220 тонна. Вӑрлӑх кирлӗ чухлӗ таран пур-мӗн. Ҫунтармалли-сӗрмелли материала та хуҫалӑхсем майӗпен туянаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |