__Куславкка районӗнчи__ Кунер ялӗн ҫыннисемшӗн кану кунӗ чӑн-чӑн уява ҫаврӑннӑ. Кунти информаципе культура центрне Тутар Республикинчи __Чуллӑ Ҫырти__ «Чӗкеҫ» халӑх ансамблӗ ҫитнӗ. Лӑк тулли зал хӑнасене хавас пулнӑ.
Хаклӑ хӑнасене Кунер ял тӑрахӗн пуҫлӑхӗ В.В.Юсов, «Семенов» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Семенов, информаципе культура центрӗн директорӗ Б.Я.Федоров ӑшӑ сӑмахсемпе кӗтсе илнӗ.
Концерта 25 ҫын хутшӑннӑ. «Чӗкеҫ» чӑваш халӑх ансамблӗн пултарулӑхӗ Кунер ҫыннисене тыткӑнланӑ. Концерт 2 сехете яхӑн тӑсӑлнӑ. Кунер ял тӑрӑхӗнчи «Настроение» (чӑв. ~~Кӑмӑл~~) инструмент ушкӑнӗ Ҫырчаллӑ артисчӗсемпе танах пулнӑ. Вӗсем те сцена ҫине тухнӑ: концерта вӗҫленӗ. Чӑваш юрри янӑрасан артистсем зала тухса куракансемпе ташланӑ.
Концерт вӗҫленсен ансамбль ертӳҫи Елена Кандюкова Кунер ял тӑрӑхӗн халӑхне ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗшӗн тав тунӑ, малашне те тӗл пулма шантарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |