Хулари ачасен ҫурхи каникулсем иртсе те кайрӗҫ ӗнтӗ, ялтисен вара тин ҫеҫ пуҫланчӗҫ. Ҫак кунсене __Комсомольски районӗнчи__ __Хырхӗрри__ тӗп шкулӗнче вӗренекенсем усӑллӑ ирттерес шутпа тӗп хуламӑра ҫул тытрӗҫ. Малтанах вӗсем Трактор историйӗн музейне ҫитсе курчӗҫ. Кунта курмалли-тӗлӗнмелли пайтах: авалхи вӑхӑтри суха пуҫӗнчен пуҫласа хальхи хӑватлӑ тракторсемчченех! Вӑхӑт ҫинчен мансах ҫӳрерӗҫ ачасем экспонатсем хушшинче. Ҫӳрерӗҫ ҫеҫ мар, кӑмӑла кайнӑ тимӗр утсем ҫине ларса та курчӗҫ!
Унтан «Мадагаскара» ҫул тытрӗҫ: пин-пин ҫухрӑмра вырнаҫнӑ утрав ҫине мар ӗнтӗ, паллах, 3D форматлӑ кино курма кинотеатра.
Малалла ҫул хальхи вӑхӑтри историн архивне выртрӗ. Кунта та тӗлӗнмелли нумай пулчӗ. Ачасем документсене еплерех упранине хӑйсен куҫӗсемпе курма пултарчӗҫ, чылай сӑнӳкерчӗксемпе паллашрӗҫ. Ҫур ӗмӗр каялла тунӑ хамӑр ял ҫыннисен сӑнӳкерчӗкӗсене курса тӗлӗнчӗҫ. Уйрӑмах паллӑ ентешӗмӗр Андриян Николаев сӑнӗсем кӑсӑклантарчӗҫ.
Экскурсие яланхилле Атӑл хӗрринче вӗҫлерӗҫ ачасем. Ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа килелле ҫул тытрӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |