Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ кӑҫал ака уйӑхӗн 22–26-мӗшӗсенче иртет. Ӑна Фикрет Амировӑн «Тысяча и одна ночь» спектакль премьери уҫмалла. Ӑна пирӗннисем Санкт-Петербургри специалистсемпе пӗрле лартаҫҫӗ иккен.
Асӑннӑ балет чӑваш сценишӗн ҫӗнӗ мар-ха. Пуҫласа ӑна 1989 ҫулта лартнӑ. Хальхинче ӑна ҫӗнетсерех кӑтартма шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл классикӑлла версирен уйрӑлса тӑмалла-мӗн. Балета сцена ҫине кӑларма балетмейстер пулса либретто авторӗ Давид Авдыш тата Анна Устинова ятлӑ ҫамрӑк художник хутшӑнмалла.
Фестивалӗн иккӗмӗш кунӗнче Адольф Аданӑн «Корсар» балетне курма май килӗ. Ӑна ҫармӑссен Э. Сапаев ячӗллӗ патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ӑстисем кӑтартӗҫ. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче маларах асӑннӑ «Тысяча и одна ночь» балета хуласемпе районсенче пурӑнакансене кӑтартӗҫ тесе хыпарлать REGNUM информагентство. Те вырӑна тухса кӗрӗҫ ӗнтӗ, те район-хуларан куракансене ятарласа пухӗҫ – калама хӗн, мӗншӗн тесен ӑна уҫӑмлатман.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Петр Чайковскин «Лебединое озеро» балечӗ килентерӗҫ. Одетта тата Одиллия ролӗсене Раҫҫей халӑх артистки, Пысӑк театр солистки Мария Аллаш калӑплӗ. Арҫын ролӗсене Мариински театр ӑстисем вылямалла. Зигфрид ролӗнче, сӑмахран, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Игорь Колб, Ротбарт рольӗнче Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тепӗр артисчӗ, Илья Кузнецов, пулӗ. Акан 26-мӗшӗнче фестиваль гала-концертпа хупӑнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |