__Ҫӗнӗ Шупашкарта__ ача пахчисенчи хаксем пирки чылай шавларӗҫ, митинга та тухрӗҫ. Хула администрацийӗн сайтӗнче ашшӗ-амӑшӗн ача пахчине ҫӳрекен шӑпрлансемшӗн тӳлемелли ҫинчен калакан хушӑва улшӑнусем кӗртни пирки пӗлтернӗ. Ку икӗ пункта пырса тивнӗ.
«Тӳлеврен ашшӗ-амӑшӗ ҫырнӑ заявление, ун ҫумне ҫирӗплетнӗ документсене тӗпе хурса хӑтараҫҫӗ» пункт вӑйне ҫухатнине пӗлтернӗ сайтра.
2.6 пунктпа килӗшӳллӗн халӗ шӑпӑрлан ача пахчинче ҫак сӑлтавсене пула ҫук-тӑк — укҫа тӳлеттермеҫҫӗ:
а) ача чирленӗ (медицина справки кирлӗ);
б) ашшӗ-амӑшӗ канура чухне ачи пӗрле чухне (ӗҫрен ҫакна ҫирӗплетекен справка тата заявлени кирлӗ);
в) карантин пулсан;
г) ача пахчине юсав ӗҫӗсем ирттермешкӗн хупнӑ пулсан.
Икӗ ача амӑшӗ ҫак улшӑнусене йышӑнсан савӑннӑ-мӗн. Унӑн шухӑшӗпе, ку ҫивӗч ыйтӑва уҫӑмлатнинче малалла тунӑ утӑм.
Официаллӑ хушӑва Ҫӗнӗ Шупашкарти мӗн пур ача пахчине, ашшӗ-амӑшне пӗлтернӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |