__Ҫӗрпӳ районӗнчи__ __Тавӑшкасси__ вулавӑшӗнче «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Тавӑшкассинче ку конкурса чӑвашла тӑхӑр кӗнеке хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Г.Г.Кабаковӑн «Пурнӑҫ хакӗ», А.П.Казановӑн «Ырату», __Анатолий Кипечӗн__ «Тамӑкри ачан сасси», М.З.Крыловӑн «Пурнӑҫ сыппи вӑрӑм», В.Р.Кузьминӑн «Вӗҫев», С.Л.Павловӑн «Тӗтре», Н.А.Петровскаян «Тухатмӑш», __Улька Эльменӗн__ «Упраймарӑм сана», __Юхма Мишшин__ «Анатран хӑпарать шурӑ пӑрахут» кӗнекисем.
Конкурсра чи нумай сасӑ пухса ҫак тӑрӑхра, __Ҫӗрпӳ районӗнчи__ __Тӗнсӗр__ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Михаил Крыловӑн «Пурнӑҫ сыппи вӑрӑм» кӗнеки ҫӗнтернӗ. Вулакансене ҫак хайлав питӗ килӗшнӗ-мӗн. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак кӗнекере Михаил Зиновьевич халӑх ӑс-хакӑлӗ, кӗҫӗннисем аслисене хисеплени ҫинчен каласа кӑтартать, ӗлӗкхи каларӑшсене илсе кӑтартать. Хайлавӑн тӗп шухӑшӗ — ырӑ усала яланах ҫӗнтерни. Аслӑ ӳсӗмрисем ҫак кӗнекене ҫамрӑксене вулама сӗннӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |