Раҫҫейӗн Правительстви федераци пурлӑхне 2014–2016-мӗш ҫулсенче приватизацилессине прогноз планне ҫирӗплетнӗ иккен. Ҫавӑнта республикӑри икӗ объект: Шалти ӗҫсен министерствин типографийӗ тата Шупашкарти юханшыв порчӗ кӗнӗ.
«Акцийӗсем федераци харпӑрлӑхӗнчи акционер обществисене приватизацилени федераци хыснине укҫа кӳрессине ӳстерме, компанисене рынока кӑларма тата корпоратив управленийӗн меслетне ылмаштарма май парать», — тенӗ-мӗн РФ Правительствин сайтӗнче.
«Время Чувашии» (чӑв. ~~Чӑваш Ен вӑхӑчӗ~~) информагентство асӑрханӑ тӑрӑх, приватизаци планне тӗрлӗ хулари аэропортсемпе юханшывсен порчӗсем кӗнӗ. Патшалӑх хӑш-пӗр банкри тата 20-е яхӑн издательствӑпа типографири хӑйӗн тӳпине те — акцисене — сутса яма шухӑшлать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |