Ака уй ӑхӗн 2-мӗшӗнче ачасемпе ҫамрӑксен реабилитаци центрӗнче ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна аутизмпа аптӑракан ачасене халалланӑ. Ҫак куна ахальтен суйламан: акан 2-мӗшӗнче аутизм пирки информаци сармалли кун.
__Шупашкарта__ аутизм ыйӑвне пӗрремӗш хут хускатнӑ. ЧР Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Ольга Зайцева юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре ҫак чирпе аптӑракан ачасен йышӗ ӳснине пӗлтернӗ. Халӗ ҫакнашкал 79 шӑпӑрлан шутра тӑрать.
Ҫивӗч тепӗр ыйту — аутизмпа чирлӗ ачасен реабилитацийӗ. Ҫавра сӗтелре ҫак чире маларах тупса палӑртни пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине каланӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин штатра тӑман психотерапевчӗ Елена Клинина пӗлтернӗ тӑрӑх, сиплевпе реабилитаци курсне ача 5-6 ҫулта чухнех тытӑнмалла. Аутизм тӗппипех сипленменни паллӑ-ха, анчах хальхи технологисемпе усӑ курса ачана хӑйӗн кӑмлӑлне контрольлеме, хӑранипе кӗрешме вӗрентме пулать. Псхотерапевт хальхи вӑхӑтра аутизм чир мар, ҫыннӑн хӑйне евӗр аталанӑвӗ пулнине палӑртнӑ.
Ҫавра сӗтелре аутизмпа чирлӗ ачасене вӗрентесси, воспитани парасси пирки те калаҫнӑ. Ҫакнашкал ачасене пӑхса ӳстерекен амӑшӗсем хӑйсен пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ, сӗнӳсем панӑ. Тӗслӗхрен, аутизмпа чирлисен шӑпипе пӑшӑрханакан ҫынсене пӗр тӗвве пухмашкӑн пӗр-пӗр халӑх тетелӗнче официаллӑ пӗрлӗх е ушкӑн йӗркелеме сӗннӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |