__Вӑрмарти__ центрӑн 18 ҫул тултарман ачасен диагностика тата социаллӑ реабилитаци уйрӑмӗн воспитанникӗсем каникул вӑхӑтӗнче вырӑс халӑх юмахӗн инсцинировкине хатӗрленӗ. Вӑл «Йӑвача — ҫӗнӗлле» ятлӑ пулнӑ.
Ачасем рольсене хӑйсемех суйланӑ. Юлташӗсемпе хутшӑнма юратакан Ангелина карчӑк рольне калӑпланӑ. Шӑпӑл-шапӑл мар Максим старик пулнӑ. Чи хаваслӑ Павлик мулкач ролне суйланӑ. Ӑслӑ Камилла тӑмана рольне вылянӑ. Чее тата сӑн ӳкерӗнме кӑмӑллакан Ирина тилӗ пулнӑ. Базилио кушак аҫипе йӑвачана Дима калӑпланӑ. Ачасем юмах репетицине кӑна хутшӑнман. Вӗсем хӑйсен сӑнарӗсем валли маскӑсем те хатӗрленӗ.
Юмах инсцинировки пысӑк шайра иртнӗ. Ыттисем те кӑмӑллӑ юлнӑ. Пӗчӗк артистсем «Йӑвача — ҫӗнӗлле» юмаха __Аслӑ Чак__ ачисене кӑтартма тӗв тунӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=73&type=news&id=2749646|**Сӑнсем**__ (9)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |