Нумаях пулмасть __Шупашкарти__ 2-мӗш шкулта шкула ҫӳремен тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсен тӗпчев ӗҫӗсемпе пултарулӑх проекчӗсен «Эпӗ — тӗпчевҫӗ» Раҫҫей конкурсӗн регион шайӗнчи тапхӑрӗн турӗ иртнӗ. Республикӑри 15 районти тата 5 хулари ҫамрӑк тӗпчевҫӗ хутшӑннӑ.
Куҫӑн майпа иртнӗ тура 3–11 ҫулсенчи 165 ача хутшӑннӑ. Тӑватӑ предмет енӗпе 16 секци ӗҫленӗ: «Гуманитари», «Естествознани. Чӗрӗ ҫутҫанталӑк», «Естествознани. Чӗрӗ мар ҫутҫанталӑк» тата «Физика-техника».
Пӗрремӗш турта экспертсем ачасемпе калаҫнӑ, мӗншӗн вӗсем хӑйсен темисене суйлани пирки ыйтса пӗлнӗ. Ачасем хуравланисӗр пуҫне ыттисене ыйтусем панӑ. Калаҫу пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн ачасене доклад тумашкӑн суйланӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче __Вӑрнар районӗн__ ачисем те пулнӑ. Вӑрнарти 3-мӗш ача пахчинчи Ольга Семенова 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 4-мӗш ача садне ҫӳрекен Дмитрий Григорьев 2-мӗш вырӑна тухнӑ. __Вӑрнарти__ 2-мӗш шкул вӗренекенӗ Дмитрий Скороходов 3-мӗш пулнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |