Юлашки ҫусенче фермӑсем пӗтсех пыраҫҫӗ. Чылай ҫӗрте вите-сарай ишӗлсе аннӑ. Етӗрнесем ҫӗнӗ ферма хута янине ырламаллах. Ӑна __Мӑн Пакӑш__ ялӗнче тума тытӑннӑ.
__Етӗрне районӗнчи__ Мӑн Пакӑшра «Раҫҫей аталанӑвӗ — ял аталанӑвӗ витӗр» проект пурнӑҫланать. Сӗт-тавар фермине шӑпах унпа килӗшӳллӗн хута янӑ.
Етӗрне район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн тӗп специалист эксперчӗ Зоя Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, Мӑн Пакӑшри ферма 200 пуҫ валли пулӗ. Унта 10 ӗҫ вырӑнӗ уҫма палӑртнӑ. Ферма чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче фундамента асӑнмалӑх капсула хунӑ. Строительство пуҫланиччен Тарасий атте кӗлӗ вуланӑ, пулас ферма вырӑнне ҫветтуй шывпа сапнӑ. Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин ҫак проекта пурнӑҫламашкӑн пулӑшма шантарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |