__Хӗрлӗ Чутай районӗнче__ волейбол енӗпе Космонавтика кунне халалланӑ район Кубокӗ вӗҫленнӗ. Вӑйӑ пӗр уйӑха тӑсӑлнӑ. Район ҫыннисем спорта юратни палӑрнӑ, ӑмӑртусене халӑх пухӑннӑ, ентешӗсемшӗн «чирленӗ».
Хальхинче те __Штанаш__ ял тӑрӑхӗн «Шуҫӑм» команди Кубока ҫӗнсе илнӗ. Ӑна ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ефремова ертсе пырать, команда капитанӗ — Штанашри вӑтам шкул учителӗ, спорта юратакан Иван Сатлайкин.
Турнирта район сучӗн ушкӑнӗ ҫӗнсе илнӗ. Ертӳҫи — РФ спорт мастерӗ Юрий Михайлов. «Нива» ЯХПКн Юрий Илюшкин ертсе пыракан команди виҫҫӗмӗш пулнӑ.
Ҫурхи ӑмӑртӑва ҫавӑн пекех Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗн администрацийӗн «Фортуна», __Мӑн Этмен__ ял тӑрӑхӗн «Дружба», «Хастар» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗн «Юность» командисем хутшӑннӑ.
Халӗ волейболистсем тепӗр уява «Гагарин кубокне» хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Хастар» ВХСКра иртӗ. Хальлӗхе унта Муркаш, Элӗк, Етӗрне районӗсен ентешлӗхӗсен «Чавал» команди те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |