__Вӑрнар районӗнче__ «Ҫулталӑкри вӗрентекен — 2014» конкурсӑн финалӗ пулнӑ. Татьяна Волкова __Туҫи Ҫармӑс__ шкулӗн чысне хӳтӗленӗ. Вӑл унта технологи предметне вӗрентет, ҫав вӑхӑтрах директорӑн вӗрнӳ енӗпе ҫумӗн тивӗҫне пурнӑҫлать.
Конкурсҫӑсене ҫӑмӑл пулман. Вӗсен вӗренӳри инноваци мелӗсемпе усӑ курнине, ҫав вӑхӑтрах шкулти йӑлана кӗнӗ йӗркесене сыхласа хӑварнине кӑтартмалла пулнӑ.
Конкурс икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗш кунхине унта хутшӑнакан учительсем уҫӑ урок тата методканашлу ирттернӗ. Тепӗр кунхине «класс сехечӗ» тата «ашшӗ-амӑшӗн пухӑвне» йӗркеленӗ. Финала тухнӑ вӗрентекенсем педагогикӑри тӗрлӗ лару-тӑру пирки тавлашу ирттернӗ.
Туҫи Ҫармӑс шкулӗн вӗрентекенӗ Татьяна Волкова чи нумай балл пухса конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Конкурсра ӑна тарӑн пӗлӗвӗ, ачасемпе хутшӑнма, пӗр чӗлхе тупма пӗлни питӗ пулӑшнӑ.
Татьяна Геннадьевна Вӑрнар районӗн чысне республика шайӗнче хӳтӗлӗ. Ӑна виҫе ывӑлӗ, Туҫи Ҫармӑсри вӗрентекенсемпе ачасем хавхалантарӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |