Наркотик сиенӗ пирки шкул ачисене ӑнлантараҫҫӗ-ха, анчах чӑваш ҫыртса пӑхмасӑр ӗненмест темелле-ши… Ку тӗслӗхре шӑпах ҫавӑн пек пулса тухнӑ. «Шурӑ вилӗм» сутакансемпе тӳре-шара май килне таран кӗрешет, анчах чи малтанах ҫыннӑн хӑйӗн наркотик сиенӗ пирки ӑнланмалла. Ҫамрӑк чухне вара, шухӑ вӑхӑтра, усалли хыҫҫӑн каясси те инҫех мар.
__Йӗпреҫ районӗнчи__ пӗр шкулта ӑс пухакан 17 ҫулти арҫын ача тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 10-мӗш класра вӗренекенскере наркотик хутӑшне саккунсӑр майпа туяннӑшӑн тата упранӑшӑн айӑплаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи пӗр шкулта учительсем арҫын ачан йӑлтӑркка хутлӑ чӗркем пулнине асӑрханӑ. Унта спайс пулни ҫиеле тухнӑ. Кун пирки ҫийӗнчех йӗрке хуралне пӗлтернӗ. Арҫын ачаран 0,3 грамм наркотик хутӑшӗ туртса илнӗ.
17 ҫулти арҫын ача каланӑ тӑрӑх, спайса вӑл __Шупашкарта__ палламан ҫынсенчен тӗнче тетелӗ урлӑ туяннӑ. Лешсем каярахпа спайс ӑҫта пулнине пӗлтерсе электрон ҫыру янӑ. Шкулта вӗренекенскер кӑтартнӑ вырӑнтан наркотик хутӑшне кайса илнӗ.
Халӗ следстви пырать. Ӗҫ-пуҫа тӗпӗ-йӗрӗпе тӗпчеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |