Республикӑри чылай район-хула «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» конкурса хутшӑнчӗ. Хӑш-пӗр тӑрӑхра пӗтӗмлетӳсем тунӑ ӗнтӗ. Трак енре те конкурса пӗтӗмлетнӗ.
__Красноармейски районӗнчи__ вулавӑшсенче кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» конкурс иртнӗ. Унта пӗтӗмпе 15 вулавӑш хутшӑннӑ. Конкурспа килӗшӳллӗн ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем, конференцисем, кӗнеке хӑтлавӗсем, конкурссем, поэзи сехечӗсем, викторинӑсем, куравсем иртнӗ.
Вулавӑшсенче формулярсене тишкернӗ, ыйтӑм ирттернӗ. Пӗтӗмпе 400 респондент хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ.
«Чӑваш кӗнеки» номинацире __Улькка Эльменӗн__ «Упраймарӑм сана…» кӗнеки ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх прозӑра» __Хӗветӗр Уярӑн__ «Близ Акрамова» хайлавӗ мала тухнӑ. «Асамлӑ йӗрке» номинацире __Николай Ишентейӗн__ «Планетӑпа чӗре» тата Любовь Петровӑн «И грусть, и радость, и мечты…» кӗнекисем ҫӗнтернӗ. «Ача-пӑча тӗнчи» номинацире __Юрий Сементерӗн__ «Килӗр, килӗр, кайӑксем» тата Людмила Васильевӑн «Зайкина семья» кӗнекисем палӑрнӑ.
А.Казановӑн «Ырату», Н.Петровскаян «Тухатмӑш», В.Кузьминӑн «Вӗҫев», Г.Кабаковӑн «Пурнӑҫ хакӗ», С.Павловӑн «Тӗтре», Р.Зотовӑн «Цикута», В.Пугачевӑн «Тэсс — тише!», М.Юхман «Реют знамена Волжской Болгарии», П.Афанасьевӑн «Каҫхи кӑвайт», А.Воробьевӑн «Ҫут пайарка», В.Тараватӑн «Ӗмӗтсем», Н.Ишентейӗн «Пӗчӗк салтак», Н.Ларионовӑн «Асамлӑ каҫ», М.Левтинан «Вӑрман шкулӗ», С.Гордеевӑн «Веселая карусель», Н.Васильеван «Новогодняя сказка», Л.Кадкинӑн «Ослиный мост», Г.Белгалисӑн «Добрые секретики» хайлавӗсене те халах юратса вуланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |