Ыран СССР художниксен союзӗн членӗ __Алексей Майраслов__ скульптор-монументалист ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитет. Хӑйӗн пултарулӑхӗпе вӑл Чӑваш Енӗн наци скульптурин шкулӗнче ырӑ йӗр хӑварнине палӑртаҫҫӗ республикӑн Культура министерствинче. Хӑйӗн хайлавӗсенче скульптор культурӑри тата историри ӗҫченсене сӑнланӑ. Палӑксем те, монументсем те тунӑ вӑл. Унӑн ӗҫӗсем Чӑваш Ен урамӗсене кӑна мар, хамӑр ҫӗршывӑн тата Украинӑн тӗрлӗ кӗтесне те илем кӳреҫҫӗ.
Хӑй вӑл __Тӑвай районӗнчи__ __Енӗш Нӑрваш__ ялӗнче ҫуралнӑ. Харьковри тата Кейӳри патшалӑх университечӗсенче вӗреннӗ. 1978 ҫулта Мускаври Суриков ячӗллӗ художество институчӗн кӳлепе факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. 1978–1999 ҫулсенче вӑл РСФСР художество фончӗн скульптор-монументалисчӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Майрасловӑн тӗп хайлавӗсен шутне «Йӗтӗн. Чӑваш хӗрарӑмӗ», «Шупашкар хулинчи Тракторостройӑн монтажникӗсем», «Салтаксем килеҫҫӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ Рая», «Космонавт-3», «Василий Фёдоров актёр», «Ҫӗнтерӳ салтакӗсем», «Ҫеҫпӗл Мишши», «И.Я. Яковлев», «Константин Иванов», «Чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев», «Сетнерпе Нарспи ҫӑл патӗнче» тата ыттине асӑнаҫҫӗ. Ҫут тӗнчерен ӑста 2008 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче уйрӑлнӑ.
Шӑматкун вара унӑн тӑван ялӗнчи историпе мемориал музейӗнче паллӑ ентешне асӑнса курав уҫӑлнӑ. Унта Майраслов гипсран, алюминирен, бронзӑран тунӑ 20 ытла ӗҫ вырӑн тупнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |