Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрне Владимир Филиппова ҫирӗплетнӗ. Ҫапла Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Унччен министрта тӑрӑшнӑ Михаил Янковские урӑх ӗҫе куҫнӑ май хӑтарнине __/news/5426.htmlэпир пӗлтернӗччӗ__.
Владимир Филиппов __Вӑрнар районӗнчи__ __Элмен Сунар__ ялӗнче 1966 ҫулта ҫуралнӑ. 1985 ҫулта вӑл Шупашкарти строительство техникумӗнче «Промышленноҫ тата граждан строительстви» специальноҫа алла илнӗ. 2001 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренсе тухнӑ, унта вӑл «Наци экономики» специальноҫа алла илнӗ. 2011 ҫултанпа Шупашкар хулинчи Ленин район администрацине ертсе пынӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн маларах асӑннӑ кунхи тепӗр Хушӑвӗпе Олег Марков строительство министрне ЧР Министрӗсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |