__Сӗнтӗрвӑрри районӗнче__ ял шахматисчӗсен XXIII республика турнирӗ иртнӗ. Кӑҫал унта Элӗк, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Вӑрнар, Шупашкар, Патӑрьел, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри районӗсем, __Ҫӗнӗ Шупашкар__ хули хутшӑннӑ.
Ҫакнашкал турнира 1992 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Вӑл ҫулсерен Чӑваш Республикинчи чи вӑйлӑ шахматистсене пухать. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне __Вӑрнар районӗнчи__ В.Наумов чи пӗрремӗш ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 2010 ҫулта каллех ҫак ята тивӗҫнӗ. __Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ М.Герасимов, В.Гусев, __Ҫӗрпӳ районӗнчи__ В.Гусев тӗрлӗ ҫулсенче виҫӗ хут ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. __Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ А.Кудянов икӗ хут малти вырӑна йышӑннӑ. __Куславккари__ Г.Илларионов, __Пӑрачкаври__ В.Лазарев, __Ҫӗрпӳри__ С.Дмитриев, А.Сергеев, __Шупашкар районӗнчи__ __Ишлейри__ А.Александров, __Вӑрмарти__ Н.Ермолаев, __Сӗнтӗрвӑрри__ хулинчи И.Казаков, А.Марков, В.Николаев та хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне илнӗ.
Хальхинче 37 шахматист 2 кун фестиваль парнишӗн тупӑшнӑ. Виҫҫӗшӗ 7-шер очко пухнӑ. Шупашкар районӗнчи А.Александров, Ҫӗрпӳ районӗнчи А.Григорьев, А.Крупский малти вырӑнсене йышӑннӑ. А.Александров икӗ ҫул каяллахи пек ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи 84 ҫулти С.Дмитриева тата Шупашкарти 12-ри Е.Петрова район администрацийӗн грамотисемпе чысланӑ. Вӗсем — турнирти чи ватӑ тата чи ҫамрӑк хутшӑнакансем.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=70&type=news&id=2750911|**Сӑнсем**__ (18)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |