Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗнер, акан 7-мӗшӗнче, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» тавра ҫыхӑнну ыйтусене сӳтсе явма тепӗр хут пуҫтарӑннӑ.
Калаҫӑва кӗскен пӗтӗмлетсен ҫак хыпарсене пӗлтерме пулать. Наци радиовӗ валли текста вуланӑ та иккен, ку ӗҫе РСФСР тата Чӑваш АССРӗн халӑх артистки Нина Яковлева пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн пекех тепӗр шухӑш — республика тулашӗнчи чӑвашсем валли ятарлӑ видео хатӗрлесси. Ӑна YouTube видеохостингра е тепӗр вырӑнта лартасшӑн (видео диктант пуҫлансан курӑмланӗ). Ларура мероприятин логотипне — элемне — хатӗрлес ыйтӑва та хускатнӑ. Кунта Праски Витти ӑсталанӑ ӗҫе суйласа илнӗ.
Аса илтеретпӗр, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» эрнекун, акан 25-мӗшӗнче, 13 сехетре иртмелле. Ҫырас шухӑшлисем Чӑваш Рсепубликин вӗренӳ институтне е И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пымалла. Ҫавӑн пекех килте те ҫырма пулать — Марина Карягина ҫырнӑ текста Наци радиовӗн эфирӗнче вуласа парӗҫ. Ҫыру йӗркине аса илес кӑмӑл пур пулсан сире акан 21-мӗшӗнче (тунтикун) вӗренӳ институтӗнче 13 сехете кӗтеҫҫӗ — унта тӳлевсӗр вӗрентӳ иртӗ. «Пӗтӗм чӑваш диктантне» хутшӑнас кӑмӑл пур пулсан total.dictant.2014@yandex.ru адреспа заявка ямалла. Ун хурмине __http://chgign.ru/|ЧПГӐИ__ сайтӗнче илме пулӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |