Чӑваш Енӗн аграрийӗсем Раҫҫейӗн ял тӑрӑхӗсен депутачӗсен Волгоград хулинче иртнӗ сьездне хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен хресченӗсенчен йышра __Елчӗк районӗнчи__ «Прогресс» акционерсен хупӑ обществин ертӳҫи Петр Скворцов, __Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ «Нива» кооператив председателӗ Владимир Мурайкин, __Красноармейски районӗнчи__ Леонид Посадский фермер пулнӑ. Ял тӑрӑхӗсен депутачӗсен съезчӗ терӗмӗр те, пирӗн патри халӑх тарҫисем те унта хутшӑннӑ.
Депутатсен съездне аграрисем епле лекнӗ-ши тесе ытлашши пуҫ ватма кирлӗ мар. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви кун пирки ӑнлантарнӑ тӑрӑх хакласан, унта чаплӑ хресченсем кайма тивӗҫнӗ. Елчӗк районӗнчи «Прогресс» хуҫалӑх, акӑ, Чӑваш Енӗн аграри отрасльне йӗркелекен хуҫалӑхсенчен пӗри шутланать. «Нива» выльӑх-чӗрлӗх продукцине туса илет иккен, Леонид Посадский фермер сурӑх ӗрчетет. Тӗрлӗ ӑратлӑ ҫак выльӑх паян унӑн 100-е яхӑн-мӗн. Услама вӑл ӗҫ пуҫаракан фермерсене патшалӑх уйӑракан укҫана — «кӗмӗл» виҫи 1 миллион тенкӗ ытла — тивӗҫнипе пуҫарнӑ.
Съезда ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑннӑ 2 пине яхӑн делегат хутшӑннӑ. Унта вӗсем агропромышленноҫ комплексӗн ыйтӑвӗсемпе малашлӑхне сӳтсе явнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |