__Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ__ Чӑваш Енре __чӑваш чӗлхине__ епле вӗрентнине сӑнассипе ҫӗнӗ проект пуҫарса ярасшӑн. Кун пирки асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗн этнологийӗпе социологи пайӗн ӗҫченӗ Эктор Алос-и-Фонт халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ иккен.
Ӑсчах каланӑ тӑрӑх, проекта чӑвашсен ҫамрӑк (35 ҫула ҫитичченхи) кил-йышӗсен хушшинче ыйтӑм евӗр ирттересшӗн. Тӗпчевре ҫемьесенче килте мӗнле чӗлхепе тата мӗншӗн калаҫнине палӑртасшӑн. Проект пирки каланӑ тӑрӑх, ӑсчах мӑшӑрсенчен пӗри чӑваш чӗлхине пӗлнине шыраҫҫӗ иккен. Унтан та ытларах — вӗсене ача-пӑчаллӑ ҫемьесем ытларах кӑсӑклантараҫҫӗ-мӗн. Проекта йӗркелекенсем кил-йышра вырӑс е чӑваш, е тата асӑннӑ чӗлхесенчен иккӗшӗнпе те калаҫакансене шыраҫҫӗ.
Уйрӑмах хуласенчи, район центрӗсенчи, Шупашкар ҫывӑхӗнчи ялсемпе кӑсӑкланаҫҫӗ.
Институтра кирлӗ информацие кӑҫалхи авӑн уйӑхӗ тӗлне пухса пӗтересшӗн. Каярах вӗсем аслӑ ҫулхи тата урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫемьесене те «ҫитесшӗн».
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |