Шупашкар хула влаҫӗсем велосипедпа ҫӳрекенсем юлашки вӑхӑтра йышланса пынине асӑрханӑ. Ҫак транспорт хатӗрӗн лайӑх енӗсен шутӗнче хӑвӑрт ҫитме май килнине, ӑна туянма йӳннине, усӑ курма ансатне, сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшнине асӑнаҫҫӗ. Анчах вырӑна ҫитсен ӑна ӑҫта лартса хӑвармалла-ха? Хуҫасӑр тӑраканскере атту куҫ хывакансем те часах тупӑнӗҫ.
__Шупашкарта__ велосипедпа ҫӳрекенсем валли ятарлӑ парковкӑсем тутарасшӑн. Калинин район администрацийӗн ӗҫченӗсем хӑйсен территорийӗнчи суту-илӳ предприятийӗсен территорийӗсене пӑхса ҫаврӑннӑ. «Мега Молл» суту-илӳ центрне «Спортмастер» лавкка енчен кӗнӗ ҫӗрте, «Мегастроя» «Мега сад» енчен кӗнӗ тӗлте, «Лента» суту-илӳ комплексӗ патӗнче ятарлӑ вырӑнсем пур иккен. «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗ те велосипедсене ҫӑрана питӗрсе илмелли вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Унпа вӑл хӗлле усӑ курмасть, ҫуркунне вара кӑларать.
«Шупашкар» универмаг, «Дар»–«Шупашкар» пасар» общество, «Кӗрӗк», Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи авторынок, Кӑнтӑр пасарӗн, «Метро» суту-илӳ центрӗн, «ОВАС», «Диапазон», «Тройка» ертӳҫисем те велосипедпа ҫӳрекенсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме хатӗр-мӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |