Нумаях пулмасть Шкул сайчӗсен пӗтӗм Раҫҫейри рейтингӗн пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ пулнӑ. 2011-мӗш ҫултанпа йӗркелекенскер хальхи — 6-мӗш пӗтӗмлетӳ. Сайт танлашӑмне ку хутӗнче 2014 ҫулхи хӗллехи уйӑхсенче тишкерни тӑрӑх хатӗрленӗ.
Ҫурҫул каяллахипе танлаштарсан танлашӑма хутшӑнакансен йышӗ 69 процент нумайланнӑ иккен. Унта Раҫҫейӗн 80 субъектӗнчи 3 211 шкул хутшӑннӑ. Пысӑк пахалӑхлӑ сайтсен шутне 605-ӗн кӗнӗ.
Шкул сайчӗсен пӗтӗм Раҫҫейри танлашӑм координаторӗ Елена Королева пӗлтӗрхипе танлаштарсан рейтинга хутшӑнакансен йышӗ кӑна мар, сайтсен пахалӑхӗ те ӳснине палӑртнӑ.
Асӑннӑ рейтинга __Елчӗк районӗнчи__ __Аслӑ Пӑла Тимеш__ шкулӗ кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут хутшӑнать иккен. Пӗрремӗш рейтингра вӑл «Чи лайӑх шкул сайчӗ — 2010» диплома тивӗҫнӗ. Хальхинче вӑл Чӑваш Енре пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Атӑлҫи Федераци округӗнче — 34-мӗш, Раҫҫейре — 492-мӗш. Аслӑ пӑла Тимеш шкул сайчӗн администраторӗ информатика учителӗ А.Г. Пласкин шутланать. Чи чӑвашла районтан пулин те сайта чӑвашла йӗркелемен ҫав.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |