Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче __Шӑмӑршӑри__ культура аталанӑвӗн центрӗнче ачасен «Антонина» халӑх ансамблӗ юбилейла концерт лартӗ. «Антонина» 20 ҫул тултарнӑ!
1994 ҫулта районти культура ҫуртӗнче ачасен «Антонина» хореографи ансамблӗ йӗркеленнӗ. Ушкӑн ертӳҫи паянхи кунччен те — Антонина Васильевна Нефедова. 1999 ҫулта халӑх пултарулӑхӗнчи йӑлана сыхлама, аталантарма тӑрӑшнӑшӑн хореографи ансамбльне халӑх ятне панӑ. Ушкӑн сумлӑ ҫак ятпа паянхи кунччен ҫӳрет.
«Антонина» халӑх ансамблӗ хӑйне евӗрлӗхпе уйрӑлса тӑрать. Ташшисем ӗлӗкхи пурнӑҫа сӑнлаҫҫӗ. Репертуарӗ пуян: вырӑс, украин, тутар, еврей, чикан халӑхӗсен ташшисем пур (Шӑмӑршӑ район сайчӗ чӑвашлисем пурри пирки пӗлтермест). Ачасем эстрада ташшисене та аван ташлаҫҫӗ.
«Антонина» республика, район шайӗсенче иртнӗ конкурссенче пӗрре май ҫӗнтернӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |