__Куславкка районӗнчи__ __Кунер__ ялӗнче пурӑнакан ҫынсем ал ӗҫне юратаҫҫӗ. Ҫакна курав та ҫирӗплетет. Кунерти информаципе культура центрӗнче Культура ҫулталӑкне халалласа чӑваш наци тӗррин «Хӗрарӑм аллин ӑшши» курав йӗркеленӗ.
Мӗн кӑна ҫук-ши кунта: тӗрленӗ тутӑрсем, сӗтел ҫиттисем, салфеткӑсем, ал шӑллисем… Орнамент пуян, тӗссем вара — йӑлана кӗнисем. Ҫакна пӗтӗмпех пӗр хӗрарӑм ӑсталанӑ. Вӑл — Кунерти ветерансен ҫурчӗн заведующийӗ Раиса Николаевна Михайлова. Курава ҫитнисене уйрӑмах тӗрленӗ минтер илӗртнӗ.
Курава чӑваш тӗррин илемне туйма вӗрентес тӗллевпе йӗркеленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |