Пӗрремӗш хут Чӑваш тӑрӑхне лексен Вырӑс православи чиркӗвӗн митрополичӗ Варнава кунта ҫӑпаталлӑ чӑвашсене тӗл пулнӑ иккен. Кун пирки вӑл тӗнче тетелӗнчи «Православие и мир» (чӑв. ~~Православипе тӗнче~~) портала интервью панӑ чухне каланӑ.
Корреспондент чӑвашсем пирки ыйтсан Варнава ҫапларах хуравланӑ пулать: «Вӗсем ырӑ та ӗҫчен. Эп килнӗ чухне чылайӑшӗ ҫӑпатапа ҫӳретчӗҫ. Йывӑҫ кашӑкпа пӗр хуранран ҫиетчӗҫ. Халь вара таса, кашӑкӗсем те вилкисем те пур вырӑнта та пур». Малалла ҫапларах сӑмах хушнӑ: «Ун чухне... Пӗррехинче пӗр ялти чиркӗве ҫитрӗм, ун чухне ҫамрӑкччӗ-ха. Унта вара нихҫан ҫуман ҫивиттине куртӑм, ӑна (тахҫан) ҫӗҫӗпе кӑна хырнӑ пек туйӑнчӗ. Выртрӑм (вырӑн ҫине) та шутларӑм: ҫук, малашне хампа пӗрле тасине илсе ҫӳрӗп». Ку хӑш ялта тата миҫемӗш ҫулта пулса иртнине митрополит асӑнман.
Варнава митрополит Кисан облаҫӗнчен пирӗн пата 1976 ҫулта килнӗ, ун чухне вӑл 45 ҫулта пулнӑ. Сакӑр ҫул вӑл епископ пулса ӗҫленӗ, 1984 ҫулта архиепископ таран хӑпарнӑ. 2001 ҫулта вӑл Шупашкар тата Чӑваш миторполичӗн вырӑнне йышӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |