Кӗҫех __Чӑваш чӗлхи кунӗ__ ҫитӗ. Ҫавна май республикӑри районсемпе хуласенче тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ.
__Ҫӗмӗрле районӗнчи__ вулавӑшсенче Чӑваш чӗлхи кунӗ Культура ҫулталӑкӗпе, «Вулав валли — 12 уйӑх» проектпа килӗшӳллӗн иртӗ. Ака уйӑхӗн 16–25-мӗшӗсенче районти библиотекӑсенче чӑваш чӗлхин «Янра, чӑваш чӗлхи» вункунлӑхӗ иртӗ. Тӗллевӗ — ӳсекен ӑрӑва чӗлхепе, тӑван ен культурипе кӑсӑклантарасси.
Вулакансем валли кӗнеке куравӗсем, тематика ҫӳлӗкӗсем йӗркелӗҫ. Вӗсенче __Иван Яковлевӑн__ пурнӑҫӗпе пулатрулӑхне, наци символикине, чӑваш халӑхӗн историне, йӑли-йӗркине, культурине ҫутатӗҫ.
Вунӑ кунра таврапӗлӳ тата фольклор сехечӗсем, Яковлев вулавӗсем йӗркелӗҫ, чӑвашла вулассипе конкурссем, викторинӑсем, электрон хӑтлавсем, чӑваш литературин тишкерӗвне тӑвӗҫ.
Акӑ __Ҫӗмӗрлери__ вулавӑшра «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» кӗнеке куравӗ пулӗ, __Юманайри__ библиотекӑра «Чӑваш чӗлхи — ӑс-тӑн чечекӗ» литература каҫӗ иртӗ. __Турханта__ ачасем валли «Чӑваш Улӑпӗ» мультимеди сехечӗ иртӗ. Вулавӑш ятарласа педагогсем валли «И.Я.Яковлев — чӑваш чӗлхи педагогӗ» методика материалӗ хатӗрленӗ. Егоркинӑри библиотекӑра ҫамрӑк вулавҫӑсен «Эп чӑваш ачи» конкурс иртӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |