Ӗнер, акан 11-мӗшӗнче паллӑ чӑваш драматургӗ __Николай Терентьевич Терентьев__ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу ыран, 11 сехетре, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртӗ.
Терентьев Николай Терентьевич 1925 ҫулхи акан 17-мӗшӗнче __Канаш районӗнчи__ __Кӑшнаруй__ ялӗнче ҫуралнӑ. А.В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИСра чӑваш студинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш паташлӑх педагогика институтӗнче, А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче литераутра курсӗнче вӗреннӗ.
Николай Терентьевич пурӗ 50 ытла пьесӑпа сценарий ҫырнӑ. Вӗсене 15 чӗлхене куҫарнӑ — пушкӑртла, украинла, эстонла. Чи паллӑ ӗҫсем: «Ҫӗрпе хӗр», «Ҫӑлтӑрсем сӳнмеҫҫӗ», «Куккук ҫаплах авӑтать», «Кайри мала, хуркайӑксем», «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ», «Пушар лаши» тата ыттисем. Вӑл ҫырнӑ пьесӑсене Чӑваш Енри, ҫавӑн пекех Чӗмпӗр, Брянск, Барнаул облаҫӗсенчи театрсенче лартнӑ. Хӑш-пӗрисене Мускаври МХАТ-ра та кӑтартнӑ. «Сансӑр пурнӑҫ ҫук» пьесине вара ҫӗршывӑн 10 ытла хулинче лартнӑ.
Литературӑпа ӳнер тӗлӗшӗпе пысӑк ӗҫсем тунӑшӑн ӑна РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ хисеплӗ ятсене панӑ. Ҫавӑн пекех вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР патшалӑх премийӗн лауриачӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |