Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗ __Канаш районӗнчи__ Атнаш ялӗн ҫыннисемшӗн савӑнӑҫлӑ уява ҫаврӑннӑ. Кунта ҫав кун акушер-фельдшер пункчӗ уҫӑлнӑ. Уява пур ялтан та пуҫтарӑннӑ. Сумлӑ хӑнасем те ҫитнӗ: Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владислав Софронов, ЧР сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Наиля Зинетуллина, Канаш районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Николай Андреев, Киров ячӗллӗ ЯХПК ертӳҫи Петр Тимофеев, __Канашри__ Ф.Г.Григорьев ячӗллӗ тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Рената Федорова.
__Атнашра__ фельдшер-акушер пункчӗ уҫӑлни ҫынсемшӗн чӑннипех те пысӑк савӑнӑҫ. Халӑх тӳре-шара ял-сала аталанӑвне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑшӑн хӗпӗртет. Атнашсем пӗр вырӑнта тӑмаҫҫӗ, малаллах талпӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть кунта сӗт-тавар ферми уҫӑлнӑ.
ЧР сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Наиля Зинетуллина Канаш районӗнче, ыттисемпе танлаштарсан, чи нумай ФАП пулнине палӑртнӑ. Юлия Фролова ҫӗнӗ ФАПшӑн халӑх ятӗнчен тав тунӑ. Атнашри ФАПӑн заведующийӗ Г.Н.Иванова районти тӗп пульницӑн ертӳлӗхне, Канаш район администрацине хӑтлӑ та ҫута ҫуртшӑн тав сӑмахӗ каланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |