__Етӗрне районӗнчи__ __Анат Мучар__ вулавӑшӗнче «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» республика конкурсӗпе килӗшӳллӗн «Вулакансен жирийӗ» курав-диалог ӗҫленӗ. Унта 2012 ҫулта чи вуланакан кӗнкесем кӗнӗ: В.Кузьминӑн «Вӗҫев»; Геогргий Красновӑн «Ҫӑлтӑр ҫинчен аннӑ чӑвашсем»; Сергей Павловӑн «Тӗтре»; Нелли Петровскаян «Тухатмӑш»; Геннадий Кабаковӑн «Пурнӑҫ хакӗ»; Хветӗр Уярӑн «Близ Акрамова»; Александр Артемьевӑн «Салампи».
Кашни кӗнеке вулакан паллине тивӗҫнӗ. Вулакансен кӑмӑлне Н.Петровскаян «Тухатмӑш» тата В.Кузьминӑн «Вӗҫев» кӗнекисем килӗшнӗ. Курава 18 ҫын хутшӑннӑ.
Анат Мучар вулавӑшӗнче ачасемпе «Тусна кӗнеке сӗн» литература вӑййи иртнӗ. Ӑна ача-пӑча литературине пропагандӑлас тӗлӗшпе йӗркеленӗ. Мероприятире 2012 ҫулта тухнӑ кӗнекесене — Александр Лукашинӑн «Ту качакин юрри» тата Елен Нарпин «Салтак тӳмипе талпиҫен» хайлавӗсене — вуласа тишкернӗ. Ачасем хайлавсем тӑрӑх ӳкернӗ, викторина ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |