__Шупашкар__ кӳлмекне тата Хӗрлӗ тӳреме ҫӗнетмелли проект ӗҫсене тумашкӑн 34 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Вӗсенчен 8 миллон тенки республика тата муниципалитет хыснисенчен пулӗ.
Транспорт, инженери инфратытӑмне, Шупашкарӑн тӗп пайне реконструкцилеме палӑртнӑ. Ҫаксене 2019 ҫул тӗлне, Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ уяв валли, вӗҫлемелле.
Аса илтерер: кӳлмеке тата Хӗрлӗ тӳреме ҫӗнетес концепци пӗлтӗр пуҫланнӑ. Проектпа килӗшӳллӗн, 213 пин тӑваткал метр лаптӑка ҫӗнетӗҫ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, Тӗп парка, залива «Шупашкар: 500 ҫул» паркпа, Лакрей вӑрманӗпе турист тата велосипед маршручӗпе пӗрлештерме палӑртнӑ. Проекта пурнӑҫлакан Испани архитекторӗ Хосе Асебильо ку концепци хальлӗхе шухӑш кӑна пулнине пӗлтернӗ.
Шупашкарӑн ҫӗнелмеле, анчах унӑн хӑйнеевӗрлӗхне ҫухатмалла мар-мӗн. Архитектор шухӑшӗпе, Хӗрлӗ тӳремре К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗпе тата культура-курав комплексӗпе юнашар икӗ павильон пулмалла. Тӳрем варринче вара – пысӑк экран. Хосе Асебильо тӳреме ҫапла майпа ҫӗнетме шухӑшлать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |