Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче паллӑ чӑваш драматургӗпе Николай Терентьевич Терентьевпа сывпуллашрӗҫ.
11 сехет тӗлне халӑх чылайӑн пухӑнчӗ. Сывпуллашу мероприятине ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов ертсе пычӗ. Сӑмах калакансен йышӗнче __Валерий Туркай__ сӑвӑҫ, ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов, Канаш районӗн ентешлӗхӗн ертӳҫи __Анатолий Кипеч__, Чӑваш халӑх артистки __Вера Кузьмина__, профессилле ҫыракан ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи __Сергей Павлов__ тата ыттисем пулчӗҫ. Тухса калаҫнӑ чухне вӗсем Николай Терентьевичӑн пурнӑҫне аса илчӗҫ, чӑваш халӑхӗшӗн сахал мар вӑй хунӑшӑн ырӑпа асӑнчӗҫ. Паллӑ драматурга тӑван ялӗнче пытарӗҫ.
__Терентьев Николай Терентьевич__ 1925 ҫулхи акан 17-мӗшӗнче __Канаш районӗнчи__ __Кӑшнаруй__ ялӗнче ҫуралнӑ. А.В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИСра чӑваш студинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш паташлӑх педагогика институтӗнче, А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче литература курсӗнче вӗреннӗ.
Николай Терентьевич пурӗ 50 ытла пьесӑпа сценарий ҫырнӑ. Вӗсене 15 чӗлхене куҫарнӑ — пушкӑртла, украинла, эстонла. Чи паллӑ ӗҫсем: «Ҫӗрпе хӗр», «Ҫӑлтӑрсем сӳнмеҫҫӗ», «Куккук ҫаплах авӑтать», «Кайри мала, хуркайӑксем», «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ», «Пушар лаши» тата ыттисем.
__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/156813/|**Сӑнсем**__ (61)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |